Ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Канаш округӗнчи Вырӑскас Пикших ялӗнчи пушарта 37 ҫулти арҫын вилнӗ. Унта йывӑҫ ҫурт каҫхи 5 сехетре ҫунма тытӑннӑ. Пушара сӳнтерсен 1987 ҫулта ҫуралнӑ арҫын виллине тупнӑ. Ҫулӑм мӗнрен тухни хальлӗхе паллӑ мар.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 686 пушар тухнӑ. Ҫав пушарсенче 34 ҫын вилнӗ, 37 ҫын суранланнӑ. Ҫулӑмран 93 ҫынна ҫӑлма май килсен.
Хӗрӳ чунлӑ Ҫеҫпӗл Мишши ҫак тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ кун, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкарти унӑн палӑкӗ умӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура пуху иртӗ. Ӑна вилӗмсӗр Ҫеҫпӗлӗмӗре асра тытса йӗркелӗҫ.
Мероприяти 9 сехетре пуҫланӗ.
Аса илтерер: Канаш районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) Касаккасси Шӗкӗр (халӗ Ҫеҫпӗл) ялӗнче ҫуралнӑ чӑваш поэчӗ 1922 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Украинӑри Старогородка салинче вилнӗ.
Канашри ЗАГСра чылай ҫул пурӑнакан мӑшӑрсене чысланӑ.
Вӗсенчен пӗрисем — Ертӗмен Кушӑк ялӗнчи Ивановсем. Иванпа Мария 55 ҫул ӗнтӗ пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ.
Мӑкӑр ялӗнчи Герман тата Леида Родионовсем тата ҫав ялти Александр тата Нина Арсентьевсем 50 ҫул пурӑнаҫҫӗ.
Юбилярсем ҫемье вӑрттӑнлӑхӗ – пӗрне-пӗри хисеплени, чӑтни, пулӑшни, пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшни тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Севок сухана республикӑри кӑнтӑр енче районсем ҫеҫ мар, Канаш тӑрӑхӗнче те ӳстереҫҫӗ. «Канаш» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, «сухан туса илесси халӗ канашсемшӗн те ҫӗнӗлӗх мар. Ҫак пахча-ҫимӗҫпе пирӗн тӑрӑхра «Канмаш» агрофирма ӗҫлет. Севок сухана ҫӗр ӗҫченӗсем пӗлтӗр вӑрӑран пуҫласа акнӑ. Унӑн лаптӑкӗ Катек ялӗ ҫывӑхӗн-чи уйра 10 гектар йышӑннӑ».
Сухана ҫумласа тата шӑварса тӑнӑ. Кашни гектартан 120 центнер сухан пуҫтарса кӗртнӗ. Пӗлтӗр вӑрӑран туса илнӗ севок суханӑн вӑрлӑхне ҫак кунсенче лартнӑ.
Чӑваш Енри хаҫатра ӗҫлекенсем «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята час-часах тивӗҫеҫҫӗ. Олег Николаев Элтепер ҫак эрнере республикӑри тата тепӗр икӗ хаҫатҫӑна ҫав ята парас тенӗ.
Вӗсенчен пӗри — «Хыпар» хаҫат корреспонденчӗ Валентина Багадерова, тепри – Канаш районӗнчи «Канаш» хаҫата кӑларакан редактор Артемий Мясников.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви Тӑвай округӗн пульницине Канашри медцентр ҫумне пӗрлештересси пирки проект хатӗрленӗ. Ӑна кӗҫех Министрсен Кабинечӗ пӑхса тухӗ.
Канашри медцентра 2013 ҫулта Канашри хула пульницине тата Канашри ача-пӑча хула пульницине пӗрлештерсе йӗркеленӗ. Унӑн лабораторийӗ Канаш тата Тӑвай округӗсенчи ҫынсене йышӑнать.
Сӑмах май, Канашпа Тӑвай хушшинче - 22 ҫухрӑм.
Канаш муниципаллӑ округӗнчи Маяк ялӗнче пурӑнакансем хӑйсен пуҫарӑвӗпе ҫул сарнӑ. Сӑмах - Шоссе урамӗнчен пуҫласа масар ҫине илсе ҫитерекен ҫул пирки.
Ҫул сарма 1 миллион ытла тенкӗ кирлӗ пулнӑ. Укҫана регионти тата вырӑнти хыснасенчен уйӑрнӑ. Ҫавӑн пекех халӑх укҫи пулнӑ. Халӗ Маяк ялӗнче масар ҫине лачака ҫӑрмасӑрах ҫитме пулать.
Палӑртмалла: кӑҫал Канаш округӗнче 47 проект пурнӑҫланать.
Чӑваш Енре туристсем йышлӑ килсе ҫӳренине кура номе фондне пысӑклатса пыраҫҫӗ. Кӑҫалхи карлач-нарӑс уйӑхӗсенче хӑна ҫурчӗсенче чарӑннӑ туристсен шучӗ пӗтӗрхи ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчи икӗ уйӑхринчен 28 процент ӳснӗ.
Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, экотруизм валли ҫӗнӗ вырӑнсене кӑҫал Шупашкар, Улатӑр, Куславкка, Красноармейски тата Канаш муниципаллӑ округӗсенче уҫма палӑртнӑ. Асӑннӑ тӑрӑхсенче 235 номерӗ 165 ҫурт туса лартмалла.
Йӗпреҫри васкавлӑ медпулӑшу ӗҫченӗсем ачана Шупашкара леҫнӗ хыҫҫӑн вырӑна таврӑннӑ чухне Канаш тӑрӑхӗнчи Шӑхасан ялӗ ҫывӑхӗнче ҫул ҫинче ҫын выртнине асӑрханӑ. Тӗттӗм пулнӑ. Тӑрук водитель фара ҫути ҫинче темӗнле пысӑк япала выртнине курнӑ. Патнерех пынӑ та – вӑл ҫын иккен.
Хайхи арҫын урӑ пулнӑ, тӑнне ҫухатман. Вӑл сылтӑм ури, сылтӑм алли ыратнине пӗлтернӗ. Тӑма хӑтланнӑ-ха вӑл – анчах пушшех те ыратма тытӑннӑ.
Малта вара фура иртсе кайнӑ. Телее, вӑл ҫул ҫинче выртакан арҫын ҫине пырса кӗмен. Арҫынна вӑл та асӑрханӑ, кун пирки 112 номерпе шӑнкӑраласа пӗлтернӗ. Вырӑна полици ӗҫченӗсем ҫитнӗ.
Ҫав вӑхӑтра арҫынна Ольга Школьникова тата Александр Авдеев фельдшерсем пӑхнӑ. Унӑн пуҫ мими четреннӗ иккен. Фельдшерсем ӑна пульницӑна илсе ҫитерне.
Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Поехали!» кӑларӑм ертӳҫисем Чӑваш Ене килесси пирки пӗлтернӗччӗ. Вӗсем кунтах-ха.
Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ӳкерӳ ушкӑнӗ Канаш муниципаллӑ округӗнчи Ҫӗнӗ Шелттем ялӗнче пулнӑ. Унта хӑнасене «Элгер» фолк-эстрада ушкӑнӗ юрӑ-кӗвӗпе кӗтсе илнӗ.
Телеертӳҫӗсем унта чӑваш пылне тутанса курнӑ, крем-пыл мӗнле тунине сӑнанӑ. Ҫавӑн пекех федераци каналӗн журналисчӗсем ҫурта тӑвас енӗпе ӑсталӑх класне хутшӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |